Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари культура ҫуртӗнче ҫулла та пурнӑҫ кӗрлесе тӑнине вӑл тӑрӑхри район хаҫачӗ пӗлтерет. Унта тӗрлӗ 9 кружок ӗҫлет иккен. Вӗсенчен 4-шӗ ачасем валли, ыттисем — аслӑраххисем валли. Кружоксене халӑх хаваспах ҫӳрет-мӗн.
«Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе ял ҫыннисене савӑнтарать. Унта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑмсем ытларах ҫӳреҫҫӗ. Нумаях пулмасть кӑна Комсомольски районӗнчи Хирти Сӗнтӗр ялне кайса килнӗ-мӗн те хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем концертшӑн пухӑннӑ укҫа-тенкӗпе клуб валли чӳрече каррисем ҫӗлеттернӗ. Алексей Сурков музыкант пултаруллӑ хӗрарӑмсене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ юрӑсем вӗрентме тӑрӑшать. Ҫапла вара хӑйсем те чун канӑҫне тупнӑ, ҫынсене те хавас кӑмӑл кӳреҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне Петр Краснова Куҫма Турхан ячӗллӗ премипе чысланӑ. Кун пирки Комсомольски район администрацийӗн тата республика парламенчӗн официаллӑ сайчӗсем хыпарлаҫҫӗ.
Тивӗҫлӗ йышӑнӑва Каҫал район администрацийӗн пуҫлӑхӗ утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех аллӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку премие вӑл тӑрӑхри йӑла-йӗркене аталантарма чылай тӳпе хывнӑшӑн панӑ.
Сӑмах май каласан, Петр Краснов та, чӑваш литературин классикӗ Куҫма Турхан та Каҫал тӑрӑхӗнчи сывлӑшпа вӑй илсе амаланнӑ-аталаннӑ: Петр Степанович 1956 ҫулта Кӗҫӗн Каҫалта ҫуралнӑ, паллӑ ҫыравҫӑ — 1915 ҫулта Вӑрманхӗрри Шӑхальте.
Тӗрлӗ ҫулта республикӑн пичет министрӗнче те, социаллӑ политика министрӗнче те, культура министрӗнче, ЧР Президент Администрацийӗн ертӳҫинче тата ытти сумлӑ вырӑнта тӑрӑшнӑ Петр Краснов хӑйӗн юбилейне Шупашкарти «Мега Гэлакси» кану центрӗнче уявланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗ тата вӑл тӑрӑхри «Ямаш» фольклор ансамблӗ Вӑрманкас Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» республикӑри фестиваль-конкурс ирттернӗ.
Унта Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи 13 фольклор ушкӑнӗ пырса ҫитнӗ. Конкурса темиҫе номинаципе ирттернӗ. Чӑваш Ен историне чи лайӑх пӗлекенсем тесе «Сӗнтӗр», «Кунер» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Шурӑмпуҫ» (Комсомольски районӗ) ансамбльсене палӑртнӑ.
Хӑйсем пирки аван каласа кӑтартнипе «Сӗнтӗр» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Сурпан» (Тӑвай районӗ), «Еник» (Вӑрмар районӗ) тӗлӗнтернӗ.
Ытти номинацире те ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарнӑ. Гран-при Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Сӗнтӗр» ансамбле лекнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра ӗҫсӗррисен йышӗ ӳснӗ. Ку цифрӑна ҫӗршывӑн Ӗҫ министерстви асӑрханӑ.
Асӑннӑ ведомство официаллӑ кӑтартусене кура пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ӗҫсӗррисен йышӗ 5 регионта йышланнӑ. Кунта пирӗн республикӑсӑр пуҫне Мӑкшӑ Республики, Калмӑк Республики, Дагестан тата Карачай-Черкес ҫакланнӑ.
Ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑрӑва РФ Ӗҫ министерстви организацисене хупассине, штата чакарассине, ӗҫ вӑхӑтне тулли мар куна куҫарассине палӑртнине кура пӗтӗмлетет.
Пирӗн республикӑра официаллӑ майпа ӗҫлӗх центрӗсенче утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне 5046 ҫын шутра тӑнӑ. Ку енпе лайӑх цифрӑсемпе Ҫӗрпӳ, Муркаш, Комсомольски районӗсем хӑпартланма пултараҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫсӗррисен шучӗ ӳсес хӑрушлӑх пысӑк: унти «Чӑваш бройлерӗ» предприятирен 152 ҫынна штата чакарса кӑларса ямалла , мӗншӗн тесен кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ панкрута тухасси патне ҫитнӗ.
Комсомольски районӗнчи прокуратура ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли шкул ҫуменчи уйлӑхсене тӗрӗсленӗ. Чылай ҫӗрте йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. 10 уйлӑхра саккуна пӑхӑнманни палӑрнӑ. Пӗтӗмпе йӗркене пӑснӑ 170 тӗслӗхе шута илнӗ.
Пур ҫӗртре те санитарипе эпидемиологи саккунне пӑснӑ. Тӗслӗхрен, апат-ҫимӗҫ пахалӑхӗ кирлӗ пек пулман, вӗсене тӗрӗслени пирки документсем те ҫук е ҫимӗҫсене упрамалли йӗркене пӑхӑнман.
Пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнманнине те тупса палӑртнӑ. Хӑш-пӗр ҫӗртре пропуск режимне йӗркелемен. Постра яваплӑ ҫын та пулман. Пӗр сӑмахпа, терроризмран хӳтӗленмелли йӗркене пӑхӑнман.
Район прокуратури шкул ҫумӗнчи 10 уйлӑх пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене штраф тӳлеттернӗ.
Комсомольски районӗнче пурӑнакансем «Халӑх ревизорне» Григорий Данилова ҫӑхав янӑ. Ҫынсене экологи ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарать. Вӗсем ҫуртсен ҫывӑхӗнче купаланнӑ свалкӑна пуҫтарма ыйтаҫҫӗ. Унта ҫӳп-ҫап кӑна мар, чӗрчун виллисем те выртаҫҫӗ-мӗн.
Свалка ҫывӑхӗнче шӑршӑ тӑрать. Ҫитменнине, ӑпӑр-тапӑр ҫывӑхри юханшыва кӗрет.
Шупашкарта пурӑнакан Виталий Жернаков каланӑ тӑрӑх, Комсомольски ялне кӗнӗ ҫӗрте ирӗк ыйтмасӑр йӗркеленӗ ҫуп-ҫап купи тӳрех куҫа тӑрӑнать. Унта темӗн те пӗр тӑкаҫҫӗ. «2014 ҫулта республика ку свалкӑна пӗтермешкӗн укҫа-тенкӗ уйӑрмаллаччӗ. Анчах икӗ ҫул иртрӗ — нимӗн те улшӑнмарӗ», — тенӗ Виталий.
«Халӑх фрончӗ» Григорий Данилов вырӑна тухнӑ. Вӑл ҫынсемпе курнӑҫнӑ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе калаҫма хӑтланнӑ. Анчах Алексей Самаркин калаҫас темен, ыйтусене хуравламан. Пуҫлӑх видеокамерӑна илме каланӑ, полицие чӗннӗ те ӗҫ пӳлӗмӗнчен тухса тарнӑ.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗн Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ «Пирӗн ҫӗрӗн ҫыннисем» республикӑри конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Ӑмӑрту нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Унта фото- тата видеоматериалсене йышӑннӑ.
Хӑйсен пултарулӑхне кӑтартас шухӑшлисем 35-ӗн тупӑннӑ. Ӗҫсене Элӗк, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчен тата Канашпа Шупашкар хулинчен ҫитернӗ.
«Чи лайӑх сӑнӳкерчӗк» номинацире пӗрремӗш вырӑна Комсомольски районӗнчи Элпуҫӗнчи культура ҫурчӗн заведующийӗ Елена Комиссарова йышӑннӑ, иккӗмӗш вырӑна Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри Елена Шарова тухнӑ,
виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи Валентина Егорова тата Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫӗнчи Антонина Ефимова.
«Чи лайӑх видео тата фильм» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ диплома Элӗк районӗнчи Алена Судмана тивӗҫнӗ, иккӗмӗш степеньли — Канаш хулинчи 7-мӗш вӑтам шкулти 2-мӗш класра вӗренекен Яна Чернован, 3-мӗш степеньли — Муркашри вӑтам шкулти вырӑс чӗлхи вӗрентекен Наталия Ястребован.
Ку – черетлӗ ултав. Хӗрарӑм хӑйӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтерсен укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Ҫак хӗрарӑм Комсомольски районӗнече пурӑнать. Вӑл ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче картта ҫинчен укҫа ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. 35 ҫулти хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, нумаях пулмасть ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑскер реквизитсене калама ыйтнӑ.
Хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинче 82 пин тенкӗ ытла пулнӑ. Реквизитсене пӗлтернӗ хыҫҫӑн укҫа-тенкӗ тӑрук ҫухалнӑ. Халӗ ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Ултавҫӑ кам иккенне палӑртас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ халӗ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗн Валерий Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртмелле. Кун пирки республикӑн Культура министерстви хыпарлать. Наци вулавӑшӗнчи пултарулӑх каҫне поэтӑн 55 ҫулхи юбилейне халалланӑ.
Культура министерстви Валерий Туркай ятне республика тулашӗнче те пӗлнине каланӑ май ӑна Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Мари Элте, Мӑкшӑ Республикинче тата ытти регионта кӑна мар, ҫӗршыв тулашӗнче те юратнине тата сума сунине пӗлтерет.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Туркай Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗрремӗш сӑввисене вӑл унти район хаҫатӗнче кун ҫути кӑтартнӑ. Унӑн сӑвӑ пуххисен хушшинче — «Ҫӑлкуҫ ҫути», «Шурӑ фарфӑр чашӑкӗ», «Турӑ питӗнчи куҫҫуль», «Пурӑнатпӑр-ха!» тата ыттисем. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче унӑн пьеси тӑрӑх «Телейпе юнашар», Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Каҫар мана», «Ӑҫта эс, ҫӑлӑнӑҫ?» спектакльсем лартнӑ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ» акци иртнӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут йӗркеленнӗ.
Кӑҫал диктанта Александр Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» хайлавӗн сыпӑкӗ тӑрӑх ҫыртарнӑ. Шупашкарта тӑватӑ вырӑнта диктант ҫырнӑ. Акцие шкул ачисем, журналистсем, вӗрентекенсем, студентсем, артистсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, чиновниксем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкарта диктанта 335 ҫын ҫырнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 355 ҫын. Районсем те хастарлӑхӗпе палӑрнӑ. Патӑрьел районӗнче 592 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ, Комсомольски районӗнче 426-ӑн алла ручка тытнӑ, Шупашкар районӗнче 695 ҫын диктант ҫырнӑ.
Акцие ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал акцие 6 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Пӗлтӗр — 4 305, 2014 ҫулта — 3 700, 2013 ҫулта — 2 300 ҫын диктант ҫырнӑ.
Аса илтерер: акцие «Хыпар» хаҫат, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, ЧР Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Чӑваш наци радиовӗ йӗркелет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |